Юратап эп сана. Аскольд Де Герсо

Читать онлайн книгу.

Юратап эп сана - Аскольд Де Герсо


Скачать книгу
центрĕн залĕнче халăх лăк тулли. Калăн тата юлашки кунсем çитнĕ те, çынсем мĕн пур тавара, кирлĕ-кирлĕ марне те туянаççĕ, тесе. Анчах та, тупсăмă ку пулăмăн çиелте выртать: ыранхине саккăрмĕн март, хĕрсемпе арăмсен кунĕ, вăт арçынсем ăшталанаççĕ те парне суйласа. Çавăнпа та ĕнтĕ туянакансем хушшинче ытларах арçынсемпе каччăсем: хăшĕ арăмне валли шыранать парне, хăшĕ савнине.

      Пĕр уйрăмран тепĕр уйрăм патне çÿреççĕ, хăш парне туянсан килĕшÿллĕрех, кăмăллăрах пулать-ши, тесе сйланса. Чылайăшĕн сăн-пичĕ çинче парне туянасси уншăн пĕртте савăнăç кÿменнине вулама пулать уççăнах, çавах та арăмĕн кăмăлне хуçас мар тесе çÿреççĕ, шыранаççĕ парне. Хăшĕ вара пĕр тшкĕрмесĕрех, алла мĕскер лекнĕ çавна çийĕнчех туянать. Ара, парне лаша мар, шăлĕнчен пăхмаççĕ, тата парнерен хакли тимлĕх уйăрни, теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çимун, лавккана кĕрсен, тÿрремĕн хăйне кăсăклантаракан уйрăм патне çул тытрĕ.

      Икĕ-виçĕ эрне каярах кунта арăмĕпе кĕрсен, вăл мăшăрĕ хаклă йышши чултан ăсталăнă ещĕке çав тери, куç хывмасăр пăхнине курнăччĕ. «Ку чăн-чăн патша майрисен ещĕкĕ евĕрех! Эпĕ ăна хамăн сĕтел çине вырнаçтарса сăрланмалли хатерсене унта вырнаçтарнă пулăттăм», – тере ун чухне мăшăрĕ шухăш-ĕмĕте путса. Арча чăннпе те питĕ илемлĕ, вылянса тăрать çутă çинче. Каярахпа та темиçе хутчен те аса илчĕ вăл ещĕке. Çавах та, йăл-кулса: «юрĕ ĕнтĕ. Пире тумбочкăра тытсан та аван», – тесе лăплантарчĕ хăйне. Куçĕсем вара унăн çав-çавах ĕмĕтленетчĕç ку арчашăн.

      Çимун арăмне валли питĕ те туянасшăнччĕ, анчах хакĕ шиклентерчĕ. Хальхинче вара, хăйĕн акцийĕсене, машина запас пайĕсене тупăшлă сутма май килсе, укçаллă пулчĕ. Арăмĕ мĕн тери савăнса хĕпĕртессе шанчĕ вăл! Эпир кашни ĕмĕт пурнăçлансан ача-пăча пек савăнмастпăр-и, ĕмĕтленнĕ япала алла лексен? Тата Çимун паллă сăмахсем çыртарас терĕ арча çине. Ÿнерçĕ юлашки саспаллисене чул çинче çыратчĕ, çимун патне Ухваниç çывхарчĕ.

      Шкулта пĕрле, пĕр класра вĕреннĕччĕ те, унтан кăшт пĕр кантурта пĕрле тăрăшрĕç, каярахпа пурнăç çулĕсем уйрăлса кайрĕç. Ăçта вăл халĕ, мĕнле – нимĕн те паллă мар. Пĕлĕшсем каланă тăрăх çеç, арăмĕпе уйрăлса пĕтсен, Ухваниç тăр пĕчченех пурăнать, имĕш. Ĕç вырăнĕ те, çу вăхăтĕнче сад-пахчарисĕр пуçне ниăçта та тухса çÿреместь. Çакăн пек чухне епле тĕл тума пулать пĕр-пĕрне? Паллах, çук.

      – О-о-о! Кама тĕл тума килчĕ кунта? Миçĕ хĕл? Миçе çул? Сана ман çул тĕлне Çÿлт Турă ячĕ пулĕ ятарласа! – хыпăнса ченчĕ Ухваниç, капла та хыттăн калаçаканскер. – Сехет ытла та çÿретĕп-и лавкка тăрăх, ниепле те парне суйласа илме хал çитерейместĕп. Пурте кăмăллă пек. Тархасшăн, пулăшсам!

      Çимун пĕр енчен савăнчĕ те ăнсăртран тухнă тĕлпулăва, çитменнне парне суйласа туянма пулăшма ыйтать: – Салам, Ухваниç! Эпĕ, акă, хамăн мăшăра валли туянтăм та ĕнтĕ. Çырса та пачĕç асăнмаллăх сăмахсем. Арăм тахçанах сĕрĕнмелли-пĕвенмелли хатĕрсем валли çакнашкал япала шыранатчĕ. Килĕшÿллĕ-и?

      – Килĕшÿллĕ пулмасăр! Питĕ килĕшет. Чăн-чăн ылтăн арча! Юмахри евĕр! Тен, манăн та çакнашкал арча туянас? Тем вăхăтчен çÿретĕп лавкка тăрăх сулланса. Хăв ăнланатăн, манăн ку енĕпе пултарулăх сахалтарах.

      – Ăнланатăп. Пĕр-пĕр илемлĕ майра тĕл пулчĕ куç умне, тыткăнларĕ? Ку аван, питĕ те аван! Хăçанчен хусаххăн çÿреме пулать? Çулсем вĕт кĕтсе тăмаççĕ… – килĕшрĕ Çимун. – Авлантăн, пулать, мăшăрлантăн?

      – Тĕрĕспе каласан, ăнлантăн пулĕ, вăл хальлĕхе арлă-арăмлă-ха, çулталăк


Скачать книгу